Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӑваньялсем Сергей Семёнович

Унӑн ҫырас пултарулӑхне шӑпах "Хыпар" чӗртсе ярать. Хаҫатра вӑл "Хайхи", "Тӑваньялсем Сергей", "Симун ачи Сергей" ятсемпе пичетленнӗ, прозӑпа та ҫырнӑ, сӑвӑлла та хайланӑ. Вӑл ҫырнисен йышӗнче — памфлет, сӑвӑ, куҫару, хыпар-хӑнар. Хӑй ячӗпе кӑларнӑ "Шӑпчӑк юрри" сӑвӑ вырӑсларан куҫарнӑскер шутланать /сӑвва Г.Х.Андерсен ҫырнӑ иккен/. "Мӗн тӑвас?", "Ялта" тата "Ҫитесси" сӑвӑсене хӑех ҫырнӑ. "Эрех ӗҫӗр!" памфлетӑн чӗлхи ҫивӗч те хӗрӳллӗ: "Хӑйне ухмаха кӑларас текен ҫын эрех ӗҫме тытӑнтӑр! Часах урамра йӑваланса выртакан пулӗ!" "Пирӗн чӗлхе" эссе те ҫеҫпӗлле янӑрать, унта каланӑ шухӑшсем паянхи кун та ҫивӗч. Хӑй аса илнӗ тӑрӑх, Тӑваньялсем "Хыпара" урӑх сӑвӑсем те ярса панӑ. Сергей Дувановский ятпа ҫырнӑ виҫӗ статья хаҫат страницисене лекеймен, вӗсем халӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх архивӗнче Н.В.Никольскин 1906 ҫул пуҫламӑшӗнчи хучӗсем хушшинче упранаҫҫӗ. Вӗсенче лашапа ӗнене пӑхасси ҫинчен каланӑ. 1907 ҫулта Тӑваньялсем Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Анатри Тимӗрҫенте алӑпа ҫырса "Хайхи" журнал кӑларнӑ, ӑна гектографпа нумайлатса салатнӑ.
Вӑл 1886 ҫулта хальхи Тутарстан Республикин Ҫӗпрел районӗнчи Кив Тӑваньелӗнче ҫуралнӑ. 1905 ҫулта Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, тӗрле ҫӗрте ачасене вӗрентсе пурӑннӑ. 1956 ҫулта вилнӗ, паспорт ҫинчи ячӗ — Сергей Семенович Сорокин. Вӑл ватлӑхра тепӗр тапхӑр сӑвӑсем ҫырать, вырӑсларан куҫарать, инсценировкӑсем хатӗрлет.

Г. Юмарт,
«Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2006, ака, 21, 15 №

Ҫавӑн пекех пӑхар

Пирӗн чӗлхе


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-05-23 21:08:27 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4340 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем